— Ҫӗнкасран вӑл, анчах килте мар халь. Ҫуллахи лагерьте. Урпаш вӑрманӗнче пӑрусем пӑхать. Унпа курса калаҫас тетӗн-и? Калаҫ ҫав, калаҫ, ― ман шухӑша пӗлнӗ пекех пулчӗ Униҫҫе кинемей.
Киремет ҫырмине кайран та ҫитсе курма пулӗ. Халь хӑвӑртрах Гальӑпа курнӑҫмалла. Урпаш вӑрманне ӑҫтан каймаллине ыйтса пӗлтӗм те, Униҫҫе кинемейпе сывпуллашса, ҫуллахи лагере ҫул тытрӑм.
7
Ҫуллахи лагерь пысӑк уҫланка вырнаҫнӑ. Ӗнесемпе пӑрусен сарайӗ кӑна мар, пурӑнмалли ҫуртсем те пур кунта. Столовӑй та, вулав ҫурчӗ те… Леререх тата, авӑ…
Шурӑ халатлӑ дояркӑсем общежити умне, йывӑҫ сулхӑнне, пуҫтарӑннӑ та хӗрсех хӗрарӑма ятлаҫҫӗ.
— Ӗҫ вӑл — йӑпанупа савӑнӑҫ кӑна мар, тивӗҫ те! Ҫакна эс, Варвари, йӑлтах маннӑ. Кашни кун ӗҫе кая юлса ҫитетӗн, ӗнесене вӑхӑтра сумастӑн. ӗрӗк-сӗрӗк ӗҫлетӗн тата.
— Сана мӗн, пуҫлӑх-им эсӗ? Манашкал хӑлтӑр-халтӑр доярка кӑна вӗт.
— Сана пула хӑлтӑр-халтӑр пултӑмӑр. Пӗтӗм фермӑна каялла туртатӑн, пуринчен сахал ӗҫлетӗн.
— Сахал ӗҫлетӗп, ӗҫ укҫи те сахал илетӗп. Эсӗ мар, эпӗ начар пурӑнатӑп. Хӑп манран!
— Ха, епле ҫаптарать! Ҫакна ӑнлан эс, Варвари: калча тикӗс шӑтнӑ ҫӗрте ҫумкурӑка йывӑр килет. Малашне сана та ҫӑмӑл пулмӗ. Сана та канлӗхрен хускататпӑр, хамӑрпа тан ӗҫлеттеретпӗр.
— Ай-яй, вунвиҫҫӗн пӗр ҫынна пӑсӑрлантараҫҫӗ, ― йывӑҫ хыҫӗнчен тайкаланса тухрӗ кӑтра ҫӗҫлӗ арҫын.
— Кашкӑр кашкӑра аякранах паллать ҫав. Пракух та Варварие хӗтӗлет ав. Пракух та ӗҫе вӑхӑтра ҫитмест. Хӗрӗнкӗ тата, ― илтӗнчӗ пӗрин сасси.
Тавлашу тата вӑраха тӑсӑлатчӗ-и, тен, ― карта хӗрринче эпӗ тӑнине асӑрхарӗҫ.
— Чарӑнӑр-ха кӑштах. Йӑнлама тытӑнатӑр та кӗтӗри сурӑхсенчен те ирттеретӗр, ― аллине сулса, ман еннелле ҫаврӑнчӗ арҫын.
Хӗрарӑмсем шӑпӑртах пулчӗҫ. Эпӗ, дояркӑсем патне пырса, сывлӑх сунтӑм. Пурин ҫине те сӑнаса пӑхрӑм — клубра ыйту панӑ ҫынна, Гальӑна, кураймарӑм.
— Галя лагере ҫитеймерӗ-и-ха? — ыйтрӑм хӗрарӑмсенчен.
— Канмалли кун паян унӑн. Хулана кайрӗ, ― пӗлтерчӗ арҫын.
. Кӑмӑл пӑсӑлчӗ: кирлӗ ҫынна кураймарӑм, ахаль лӑпӑстатса ҫӗрерӗм. Текех тытӑнса тӑрас килмерӗ манӑн, ҫуллахи лагерьтен тухса, ялалла чавтартӑм.
Мӑн ҫул ҫине дояркӑсем кӑтартнӑ ансӑр сукмакпа ухрӑм. Умӑмра, пӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑмра, ялалла пӗр йӑрӑс пӗллӗ хӗрарӑм утать. Эпӗ те кӗҫех унпала танлашрӑм, сывлӑх сунтӑм. Ман сасса илтсен, хӗрарӑм вӑрт ҫаврӑнчӗ, чышкӑ чӑмӑрларӗ.
— Ма унашкалах хӑрарӑр? Шухӑша кайнӑ вӑхӑт пулчӗ-и? — сасса ҫемҫетсе, йӑвашшӑн ыйтрӑм эпӗ.
Хӗрарӑм чӗнмерӗ, ман ҫине сиввӗн шӑтарасла пӑхрӗ. Хӑй сиксе чӗтрет. Такампа харкашнӑ-тӑр. Ҫук, тавлашнӑ ҫеҫ мар, тытӑҫса та илнӗ пулас: платье ҫанни ҫӗвӗрен татӑлса тухнӑ.
— Эпӗ те Уйкаса каятӑп. Иккӗн ҫул кӗскелет, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӑваласа ҫитрӗм. Каҫарӑр, хӑратма шутламанччӗ, ― терӗм эпӗ.
Ҫавӑнтах вӑл та мана палласа илчӗ, йӗркеллех калаҫма пуҫларӗ:
— Эсӗ мар-ха, лешӗ, вӑрманта тӗл пулаканни, сехре хӑпартрӗ, тӑр-кӑнтӑрлах ҫаратрӗ. Ывӑлӑм валли туяннӑ кучченеҫе те, сумкӑри апат-ҫимӗҫе те, кӑкӑр ҫыххине пытарнӑ укҫана та — пӗтӗмпех туртса илчӗ, пӗр япала хӑвармарӗ.
Уйкас ҫынни пулчӗ иккен ман ҫулташ. Пахчаҫимӗҫ бригадинче ӗҫлекенскер. Пасартан хӑяр сутса таврӑнать имӗш.
— Паллаймарӑр-и ҫыннине? — ыйтрӑм унран.
— Ятне пӗлеймерӗм ҫав. Хулана ир-ирех кайсаттӑм та. Ыттисенчен йӗнӗрех ыйтрӑм та наччасра сутса пӗтертӗм. Мӗн кирлине туянкаларӑм та пыратӑп ҫапла ҫулпала. Пракух хӑртнинче тӗмӗ хушшинчен пӑшаллӑ ҫын сиксе тухрӗ, велосипеда кап ярса тытрӗ. Те хӑранипе, те велосипед тайӑлнипе ҫӗре тӗшӗрӗлсе антӑм. Йӗксӗк тӗрех пилӗкрен ярса тытрӗ те пӑчӑртама пуҫларӗ… Ой, калама та аван мар… Аран-аран вӗҫерӗнсе тартӑм. Халиччен курман ӑна эп. Типшӗм питлӗ, хӗсӗк куҫлӑ. Янахӗ йӑлтах шӑртланса кайнӑ. Хӗрӗнкӗ хӑй. Ҫӑварӗнчен тӗтӗм шӑрши перет.
— Пӗр-пӗр сӗтӗрӗнчӗк ӗнтӗ. Ӗҫсӗр аптраса ҫӗрекенскер…
— Ку тӑрӑхра ӗҫсӗр ҫӗрекен ҫук, ― шантарса каларӗ хӗрарӑм. ― Ӗҫҫи вӑхатенче уй-хиртен кӗме пӗлместпӗр эпир. Мана тапӑнакан аскӑн-тӗскӗн пулас.
— Чим-ха, ― чарса тӑратрӑм эп ӑна, ― аскӑнскер-тӗк, мӗне кирлӗ ӑна сумкӑри апат-ҫимӗҫ. Ҫук, мӑшкӑлласси унӑн иккӗмӗш вырӑнта тӑнӑ. Пӗрремӗшӗ — апат-ҫимӗҫ тупасси. Таркӑн пуль вӑл.
«Таркӑн» сӑмаха илтсен, хӗрарӑм шухӑша кайрӗ. Анчах тавлашмарӗ — арҫын тапӑннӑ вырӑна кайса кӑтартрӗ.
Пракух хӑртни тесе вӑрман варринчи уҫланка калаҫҫӗ. Уҫланкӑ хӗрринче яштӑк хурӑнсем ӗсеҫҫӗ, тепӗр енче ҫирӗклӗх пуҫланать. Лакӑм-тӗкӗмлӗ ҫул пӗкӗ пек авӑнса иртет. Шӑпах ҫакӑнта, кукрашкаллӑ юман тӗлӗнче, ярса тытнӑ хӗрарӑма таркӑн.
Ҫул хӗрринче, нӗрӗк вырӑнта, пушмак йӗрӗ пур. Сулахай ура йӗрӗ! Унӑн тӑршшӗ вӑтӑр сантиметр, сарлакӑшӗ — пиллӗк ҫурӑ. Пушмак вӗҫӗ пуклак, кӗлли — тайлӑк.
Йӗре фотоаппаратпа ӗкернӗ вӑхӑтра пирӗн пата тата иккӗн пырса тӑчӗҫ. Хӗрарӑмпа арҫын. Вӗсем те хуларан таврӑнаҫҫӗ. Ҫур сехет каялла кунта мӗн пулса иртни вӗсене те тӗлӗнтерсе ячӗ.
Тӑрӑшсах кӗмеркке майларӑм. Мӗншӗн тесен ку йӗр те эпӗ палланӑскер — Ухватов тӑхӑннӑ пушмак йӗрӗ!
Эпӗ мӗн ӗкернине, мӗн ҫырнине, мӗн ӑсталанине пунеттейсем алӑ пусса ҫирӗплетрӗҫ.
Унтан тӑватсӑмӑр та вар тӑрӑх антӑмӑр. Тӑватсӑмӑр та пушмак йӗрӗсем шырарӑмӑр. Кӑлӑхах. Тек кунашкал йӗр тӗл пулмарӗ.
— Ку мӗне пӗлтерет тата? — тӗмӗ хушшинчен вӗр-ҫӗнӗ витре туртса кӑларчӗ арҫын.