— Хӗстермелле тетӗн?.. — тарӑхса кайрӗ Аброськин. ― Кам ирӗк пачӗ сана унашкал иртӗхме? Участок инспекторӗн мар, уголовнӑй розыск ҫыннин те, следователӗн те, прокурорӑн та — никамӑн та хӗстерме-сехӗрлентерме право ҫук. Ирсӗр ӗҫ тунӑ ҫын-и вӑл е инкек-синкек тӗсекен — никама та кӑшкӑрма-хӗстерме юрамасть. Ку вӑл саккуна пӑсни пулать. Ун пек хӑтланакана явап тыттараҫҫӗ. Ҫакна ан ман: ирсӗр ӗҫ тӑвакана тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесен, пайтах тӑрӑшмалла, инспектор юлташ. Пайтах тар юхтармалла, преступлени тунине ӗнентерекен япаласем тупмалла. Сӑмахран, акӑ, мӗн пӗлмелле: Алтатти аппана кӗплеттернӗ хатӗре ӑҫтан тата кам илсе килнӗ? Конверт пирки те шухӑшламалла. Шприц тата?.. Хутпа чӗркенӗ йӗпсем…
— Пӗлетӗп. Вӗсем ҫинчен те пӗлетӗп, ― аптраса ӗкмерӗ Кулагин. ― Вӗлтрен тӗмӗ хушшинчен туртса кӑларнӑ хатӗре эп пӗрре мар Пракух аллинче курнӑ. Ветеринари фельдшерӗ вӑл. Кӗпӗнсе кайсан, ӗнесене вӑл ҫав хатӗрпе паклаттарать. Эрех тесен, тем тума хатӗр вӑл. Варварипе арлӑ-арӑмлӑ пурӑнать. Маруҫа та куҫ хӗсет. Хӗрарӑмӗсем те каҫса каяҫҫӗ уншӑн. Калаҫма ӑста-ҫке-ха. Шӗтлеме ӑста. Менелник-и унта, пӗр-пӗр уяв-и — ялайах еркӗнне хаклӑ парне тыттарать Пракух. Тепер тӑватӑ кунтан Варварийӗн ҫуралнӑ кун. Пракухӑн халь укҫа-тенкӗ хӗсӗкрех. Нумай пулмасть мотоцикл туянчӗ. Отпуск хыҫҫӑн ӗҫе пуҫӑнни те виҫҫӗмӗш кун кӑна. Курӑр ак, тӗпченӗ чух шат та пат тунать Пракух. Япшар чӗлхеллӗскер, тен, сире те тӗрӗс ҫултан пӑрса ярать.
Калаҫма чарӑнса, Кулагин ман ҫине пӑхса илчӗ. Сивлемерӗм эп. Чӗнмерӗм. Малалла калама хушса, пуҫа кӑна сӗлтрӗм. Ку Кулагина самай ҫунатлантарчӗ, хаваслансах хӑй шухӑшне тӑсрӗ:
— Шприцпа йӗпсем пирки Макар тракториста тапӑртаттармалла. Ҫав шприцпа вӑл хӗрсене шывпа сирпӗтетчӗ. Ҫав шприца тата унта тӑхӑнтартмалли йӗпсене Шуршӑл больницинчен илсе килнӗ вӑл. Медсестрапа паллашнӑ та кашни каҫ Шуршӑла йӑрккать халь Макар. «Нива» машина туянасшӑн ӑшталанать. Анчах укҫа ҫитмест унӑн. Янтта хапсӑнса, Макар та ҫак ӗҫе тума пултарнӑ.
— Медсестрана епле чӗнеҫҫӗ? — ыйтрӗ Аброськин, пӑртак шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн.
— Вӑт ӑна пӗлместӗп вара. Мӗншӗн тесен ман участок мар. Ҫапах сӑнран паллатӑп: яштака та ҫинҫе пилӗклӗ хӗр. Куҫӗсем пиҫсе ҫитнӗ ҫӗмӗрт пек хуп-хура. Кирлех-тӗк, туххӑмрах ыйтса пӗлетӗп: мӗн ятлӑ вӑл? Ӑҫтан килнӗ? Хӑҫантанпа Макарпа пӑшӑл пӑтти пӗҫерет. Ӑна пӗлесси пӗртте кӑткӑс мар. Уйкас Макарӗ хӑш медсестрана илӗртет тесе, главнӑй врач патне шӑнкӑравламалла — ӗҫӗ те пӗтрӗ.
Паллах, медсестрапа та юмахламалла пирӗн. Анчах вӑл тӗп ыйту мар. Пирвай ҫенӗкре тупнӑ япаласене тӗреслемелле.
14
Эксперт пирӗн шухӑша ҫирӗплетрӗ: Алтатти аппана пуҫран шӗвӗр те виҫ кӗтеслӗ япалапа, троакарпа, тӗнклеттернӗ. Унашкал хатӗр Уйкасра, чӑнах та, Пракухӑн кӑна. Ку самай шухӑша ячӗ, Пракухпа курнӑҫма васкатрӗ. Мӗншӗн кантура чӗнтернине хӑй те сисрӗ пулмалла, алӑкран кӗнӗ-кӗмен мӑкӑртатма пуҫларӗ:
— Пӗрре ҫылӑха кӗнӗ пулсан, пӗтӗм усал-тӗселе ун ҫине йӑвантармалла-и?
Чӑнах та, ҫылӑха кӗме ӗлкӗрнӗ-мӗн Пракух. Ултӑ ҫул каялла, ветеринари техникумӗнчен вӗренсе тухсан, ҫара кайма хут панӑ ӑна. Пракуха чысласа, Культура .керменӗнче ӑсату каҫӗ ирттернӗ. Чиперех янӑранӑ кӗвӗ-юрӑ. Сасартӑк хумханмалли тупӑнать — ҫамрӑксем хавасланнӑ ҫӗре пӗр пуҫтах этем вирхӗнсе кӗрет, Пракух ташланӑ хӗре ярса тытать те вӑртти-вартти ҫавӑрттарма тытӑнать. Пракуха килӗшмест ку. Пуҫтаха ярса тытать те пӗррех янахран тӑхӑнтартать. Эх, пуҫланать вара тӗркӗшӗ-ҫапӑҫу… Тепӗр кунне Пракуха ҫара мар, милицие илсе каяҫҫе. Вара унӑн виҫӗ ҫул хушши Ҫурҫӗрте йывӑҫ касма тивет…
— Ма салхуллӑ эс, Пракух. Ма пӑлхануллӑ? Ларӑр.
Лӑпланӑр кӑштах, ― сӗтел умӗнчи пукан еннелле тӗллесе кӑтартрӗ Аброськин.
— Мӗн савӑнмалли пур? Следователь вӑл артист мар, чун-чӗрене ҫӗклентерме чӗнмест, ― пӗр уяса тӑмасӑр персе ячӗ Пракух. ― Ҫитменнине тата, инкек-синкекӗ еплерех. Кам хавасланать ун пек чух.
— Каласа пар: ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртрӗ? — шӑтарасла пӑхрӗ Пракух ҫине Кулагин.
— Мӗн ҫинчен?.. Выльӑх-чӗрлӗхе чир-чӗртен епле сыватни ҫинчен-и?.. Е Лидия Гурьевна патӗнчен участок инспекторӗ еплерех кӗрӗк хӗстерсе тухни ҫинчен? — йӗкӗлтесе илчӗ Пракух.
— Эс мӗн… ӑҫта ларнине те туймастӑн-и? Сана допроса чӗнтернӗ. Кала, ӗҫ-пуҫ епле пулса иртрӗ? — сасса самаях хӑпартрӗ Кулагин.
― Еҫ-пуҫ тӗрлӗрен пулать. Уҫӑмлӑрах калӑр: мӗн ҫинчен сӑмах ҫаптармалла ман, ― кӑмӑлсарланса урамалла тинкерчӗ Пракух.
— Ха, пӗлмӗш пулать тата, ― кӑнн пӑхрӗ Пракух ҫине Кулагин. ― Сӑмах кунта Алтатти аппа ҫинчен пырать. Куҫ хӗсмен-и ӑна эс, э? Ун патӗнче пулман-и?
— Ҫылӑха ан кӗрӗр, лейтенант юлташ, ― вӑшт тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ Пракух. ― Ҫӑмӑлттай хӗрарӑм пулман Алтатти аппа. Вӑл — пурнӑҫ ҫынни. Пӗчӗклех сӗм-тӑлӑха тӑрса юлнӑскер, ӗҫе еплерех юрататчӗ, епле-рех ӗҫлетчӗ…
Тата темскер ыйтасшӑнччӗ Кулагин — ирӗк памарӑм, чартӑм. Ара, сӑмахпа перкелешсе лармалла-и? Тӗпчемелле пирӗн. Следствие кирлӗ материалсем пухмалла. Ҫав йӗксӗкӗн йӗрӗ ҫине ӗксе, ӑна тӑрӑ шыв ҫине кӑлармалла.
Кулагина урӑх ӗҫ патӑм та Пракуха хам пата чӗнсе илтӗм.