— Ай, пӗр пус та илмерӗ. Ҫынни ҫапла вӑл, ывӑлӑм. Такама та пулӑшать. Хуть мӗн ыйт — тупса парать Лидия Гурьевна. Уйкассене лавккаран нихҫан та пуш алӑпа ямасть. «Ӗҫ укҫи илсен килсе паратӑн», ― тет те кирлӗ тавара вӑшт кӑларса тыттарать. Пурте хисеплетпӗр ӑна. Шел, ырӑ ҫыннӑн та пурнӑҫӗ ӑнмасть — мӑшӑрӗпе уйрӑлнӑ вӑл. Икӗ ачапа Уйкаса килсе кӗчӗ. Ай, маттур! Ай, вӑр-вар! Лӑпӑр-лӑлӑр пӗрт туянчӗ те ҫулталӑк хушшинчех кермен ҫурт ҫавӑрса лартрӗ. Ҫи, ҫи, ывӑлӑм…
Мӗн пулчӗ мана — апат анмасть. Ӑшра темскер йӑшкать. Тӑнран тухӑн ҫав: курман-илтмен хӗрарӑм ман валли апат-ҫимӗҫ ҫӗклесе килет. Мӗне пӗлтерет ку? Шак хуни пулмасть-и?
— Ку апат-ҫимӗҫе, кннемей, паянах каялла кайса пар, ― терӗм те, сӗтел хушшинчен тухса, урамалла пӑхрӑм. Урам хушшипе, тусан мӑкӑрлантарса, тимӗр листисем тиейӗ машина кӗрлеттерсе иртрӗ.
Иккӗлентерекен шухӑшсем аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсем евӗр умлӑн-хыҫлӑн капланса килеҫҫӗ. Ара, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ кутамккана улмурине кам кайса пӑрахнӑ? Тен, ӑна ятарласа пытарнӑ? Апат-ҫимӗҫ ҫыртарнӑ накладнойӗ мӗнле лекнӗ тата унта? Вӑрланӑ е илсе тарнӑ пулсан, сас-хура пулмалла, унта-кунта евитлемелле. Милици уйрӑмӗнче те, ял Советӗнче те унашкал хыпар ҫук. Лидия Гурьевна та шӑпӑртах. Накладнойӗ ҫине иккӗн алӑ пуснӑ: Лидия Гурьевнӑпа база ҫынни, тавар парса яраканни. Апла кирлӗ документах вӑл, Мӗн калать-ха ун пирки сутуҫӑ хӑй?
Уйкас лавккине тухса вӑркӑнтӑм. Шел, сӑмахласси-тӗпчесси пулмарӗ — алӑка икӗ ҫӑрапа питӗрсе илнӗ. Лидия Гурьевна канашлура каланине шута илнӗ те, тен, килте тӑрмашать. Ачаллӑ хӗрарӑм вӑл. Выльӑх-чӗрлӗх те тытать. Ял ҫыннин вӗт хуҫалӑхра та ӗҫ мӑй таранах.
Лавккаран инҫе мар тӑкӑрлӑкра пурӑнать Лидия Гурьевна.
Тиркемелли ҫук: хӗхӗм ҫурт-йӗр ҫавӑрнӑ вӑл, шурӑ кирпӗчрен, тӑррине тутӑхман тимӗр витнӗ. Урамалла ултӑ чӗрече, пахчаналла — иккӗ. Пурте эрешлӗ. Картишне бетон сарнӑ, тап-таса. Лаҫӗпе кӗлетне шифер витнӗ. Нӗхреп алӑкне хирсе уҫнӑ-тӑр, ҫӑра ҫаклатмаллине тӑпӑлтарса кӑларнӑ.
Ун-кун пӑхкаласа, ҫенӗке кӗтӗм. Унта икӗ хӗрача ларать. Пӗри, виҫӗ ҫулхискер, пуканепе вылять. Тепри пиллӗксенче пулӗ. Вӑл чӑматанти япаласене ҫавӑрттарать. Аялтан тӑхӑнмалли кӗпе, шурӑ платье, хӗрлӗ ҫӗҫеллӗ тутӑр кӑларса пӑрахрӗ. Акӑ, мӑй ҫыххипе чӗркене ҫыхӑ туртса кӑларчӗ. Тӗввине салтса, енчен енне ҫавӑркаларӗ те — вӗл-вӗл вӗлтӗртетрӗҫ ҫӗрелле хут укҫасем. Ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗххисем! Перекет кӗнекисем виҫҫӗ таран!
Хӗрачасем мана асӑрхарӗҫ те хыҫалти пӗлӗмелле таптарчӗҫ, япалисене те пуҫтармарӗҫ.
Шалт та палт тӗлӗнсе, хускалмасӑр тӑтӑм эпӗ. Ара, ик ачаллӑ хӗрарӑм ҫулталӑк хушшинчех ҫурт-йӗр ҫавӑрать. Курӑнать, татах укҫа пур унӑн. Перекет кӗнекисем тата?.. Сутуҫӑн шалӑвӗ пысӑк мар — ҫӗр ҫирӗм тенкӗ кӑна. Ҫапах перекет кӗнекине хумалӑх пуҫтарнӑ-ха вӑл укҫине. Тен, ашшӗ-амӑшӗ пилленӗ?.. Тен, кӗнекисенче пӗрер-икшер тенкӗ кӑна. Ютшӑнмарӑм, перекет кӗнекисене уҫса пӑхрӑм: пӗрне, тепӗрне… Куҫпуҫ алчӑраса кайрӗ: тӑватӑ пин!.. Ултӑ пин!.. Сакӑр пин!.. Пӗр хулара мар тата: Хусанта, Ӗпхӗре, Саратовра…
Пӗр кӗнекине те хампа илмерӗм. Хӑҫан тата хӑш перекет кассине миҫе тенкӗ куҫарнине ҫырса илтӗм те кӗнекисене каялла пӑрахрӑм, малти пӗлӗме кӗтӗм.
Кухньӑра Лидия Гурьевна сасси илтӗнчӗ:
— Улӗм те, Гера, ӗҫ ӑнса пытӑр.
Чанк! чанклатрӗҫ черккесем.
— Эх, епле селӗм сӗткен! Маттур эс, Литюҫ, ― кушак аҫи евӗр мӑрлатрӗ хулӑн саслӑ арҫын.
— Пултарни-мӗнӗ… Ҫимӗҫе ҫӗртсе яма юрамасть. Кӑҫал, акӑ, чие те пысӑк тухӑҫ парать, хӑмла ҫырли те…
— Улма-ҫырла пирки мар-ха, ӗҫ пирки пуплетӗп, Литюҫ. Шуҫтимӗре туххӑмрах вырнаҫтартӑмӑр. Лавккана пушатса чӑрманмарӑмӑр, тӗрех Еххим пичче патне вӗҫтертӗмӗр. Накладнойӗсене паянах ҫунтарса яр. Пӗлсен-тусан, е Еххим пичче персе ярсан…
— Апла-капла ҫын мар вӑл, вӑрттӑнлӑха упрама пӗлет. Хӑй тупса пама ыйтрӗ тата.
— Кай, хальхи ҫынна пӗлме ҫук. Хӗстерме тытӑнчӗҫ-тӗк…
— Эй, мӗн калаҫатӑн, Гера? Пӗрремӗш хут-им? Уйкаса никам та килмест. Кулагин кӑна сенкӗлтетсе ҫӗрет. Пӗр-пӗр дефицит тыттаратӑп та ҫӑвар та уҫмасть. Уҫмӗ те. Анланать вӑл.
— Милици ҫыннисем ӑслӑ вӗсем, пысӑк тавракурӑмлӑ. Халӗ пур ҫӗрте те «ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш» та «ӗҫлемесӗр илнӗ тупӑш» теҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене пирӗн ҫума та ҫыпӑҫтарма пултараҫҫӗ, Литюҫ. Асӑрханмалла. Сыхлӑ ҫынна турӑ та сыхлать.
— Ӑна-кӑна чухлатӑп-ха. Итле-ха, Гера, ман тепӗр заказ пур: «Жигули» ураписем кирлӗ. Сакӑр урапа.
— Саншӑн, Литюҫ, тем те тупӑпӑр. Хӑҫан илсе килмелле?
— Леш эрнере. Анчах лавккана мар, тӗрех кирлӗ ҫӗре ӑсатӑпӑр.
— Пӗрремӗш хут мар, майлаштаратпӑр. Халлӗхе, Литюҫ, сывӑ пул.
— Ах, аплах ан васка-ха. Килетӗн те, чӗре хӗлӗхӗсене хускататӑн та… ҫухалатӑн.
— Тархасшӑн, ан кӗрен, Ӗҫ пур, Васкавлӑ ӗҫ, Хучашра пулмалла.
— Пӗлместӗп тетӗн-и? Хӗрарӑм пур сан унта, Вӑл та суту-илӗ ҫынни. Ӑна базӑра тӗл пултӑм та ҫапла каларӗ: «Герӑна пулах упӑшкаран уйрӑлтӑм», ― терӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫитмест-им сана? Эпӗ пур вӗт-ха? Унта-кунта ҫӗресе, тархасшӑн, ан ҫунтар мана. Ют хӗрарӑмпа ан ҫыхӑн.