Пӗр ыйту ҫине те йӗркеллӗ хурав памарӗ ҫак йӗксӗк.
20
Тепӗр сехетрен тӗрӗссине пӗлтӗмӗр: Хлимун иккен вӑл. Чураш ҫынни, колонирен тухса тарнӑскер. Чее вӑл, хатарлӑ та кӑткӑс. Ыйту ҫине ыйту паратӑп, вӑл калаҫасшӑн та мар. «Шырӑр, тупӑр. Ҫавӑншӑн шалу илетӗр», ― тет кӑна. Куҫӗсене хӗссе, тута хӗррисене чӗтрентерсе сӑмахлать. Хӑй вара пӗртте хускалмасть, вӗҫӗмсӗр урайнелле пӑхать.
Чурашри магазина ҫаратсан, ӑна пирвай Аброськин тӗпченӗ. Ун чух вӑл татти-сыпписӗр пакӑлтатнӑ. Айӑпласси ҫинчен сӑмах хускатсан та пӑлханман. Халӗ, ав, апла-капла перкелешмест, асӑрханать, пытарать.
Эпӗ те ӑна тӑруках айӑпламарӑм, улмуринче мӗн-мӗн тупни ҫинчен те пӗлтермерӗм. Кӗтрӗм, айӑпа йышӑнасса, мӗн-мӗн хӑтланни ҫинчен каласа парасса кӗтрӗм. Хам ҫав вӑхӑтра Уйкас ҫыннисемпе калаҫрӑм, экспертсем патӗнче пултӑм…
Аброськин та ӗҫсӗр лармарӗ, дружинниксем пухса, Хлимун ҫӗренӗ вырӑна пӗр тӗмӗ юлмиччен тӗреслерӗ. Хлимуна тытнӑ вырӑнта, юман хӑвӑлӗнчен, юнпа вараланнӑ йӗм, кӗллине ҫапнӑ мӑшӑр пушмак туртса кӑларнӑ. Шӑпах эп шыранӑ — кӑсӑкланнӑ пушмак! Йӗм кӗсйине, хутпа чӗркесе, артистсем усӑ куракан хуп-хура усси чикнӗ-мӗн.
Улмуринче тупнӑ япаласен хуҫи те тупӑнчӗ.
Вуннӑмӗш талӑкра Хлимуна следователь пӗлӗмне чӗнтертӗм.
Пӗлӗме вӑл пуҫне усса, мӑш-мӑш сывласа кӗчӗ, алӑк патӗнче тӑн-тан пӑхкаласа тӑчӗ.
— Иртсе ларӑр, ― хыҫлӑ пукан еннелле тӗллесе кӑтартрӑм ӑна. ― Мӗн ятлӑ эсир? Ӑҫта ӗҫлетӗр?
— Атте-аннене те, хам ята та пӗлместӗп. Шыв лупашкинче тупнӑ мана. Ача ҫуртӗнче ҫитӗннӗ. Хӑш хулара — астумастӑп. Пӗрисем мана Мӗкӗте тесе чӗнеҫҫӗ, теприсем — Микула, виҫҫӗмӗшӗсем — Макар. Хӑшӗ тӗрӗс — татса калаймастӑп. Ҫав пӑтӑрмаха пула паспорт та илеймерӗм, тӗнче касса ҫӗрерӗм, ― малтанхи юррах юрларӗ Хлимун.
— Юптаратӑн, ― ҫавӑнтах чартӑм ӑна. ― Хлимун ятлӑ эсӗ. Микихвер ывӑлӗ. Хушамату — Жмотов. Чураш ялӗнче ӗснӗ. Вунпилӗк талӑк каялла Чурашра пулнӑ эс, аннӗ патӗнче… Наҫтаҫҫи ятлӑ вӑл. Ак мӗн каласа пачӗ аннӗ…
Амӑшӗн кӑтартӑвӗпе паллаштартӑм та, Хлимун хирлешме пӑрахрӗ. Ун уринчи пушмак йӗрӗсенчен ӑсталанӑ кӗмерккесене кӑтартсан, карт сикрӗ. Ҫапах нимӗн те каламарӗ, чӗнмерӗ.
— Утӑ уйӑхӗнче эс колонирен тухса тарнӑ. Патшалӑх пурлӑхне ҫаратнӑшӑн лекнӗ эс унта. Ма татах вӑрлатӑн?
— Чӑнах та, Чурашра алхаснӑччӗ. Юлташсем пӗрмай сӑйлаҫҫӗ. Хам та хӑналӑттӑм — укҫа-тенкӗ хӗсӗкрех. Ӗҫлес килмест. Ирӗксӗрех магазина кӗтӗм…
— Чурашра кӑна мар-ха, Уйкасра та пайтах аташнӑ. Ҫапла-и?
— Уйкас ӑҫтине те пӗлместӗп. Чӑнласах калатӑп: урӑх ҫылӑха кӗмен эпӗ.
— Тунатӑн эппин. Юрӗ, хам аса илтерем: шкул столовӑйенчен апат-ҫимӗҫ илсе тухнӑ эс.
— Кам курнӑ мана? Кам тытнӑ?
— Ыйтусене следователь парать. Уйкас магазинне эс виҫӗ хут кӗнӗ, апат-ҫимӗҫ сӑтӑрса тухнӑ.
— Тӗрӗс мар! Магазинта ӗҫлекенни, Лидия Гурьевна теҫҫӗ-и, хӑй йӑкӑртать, патшалӑх шучӗпе пуять… Тӗрмерен тухса тарнӑ тесе, пур преступление те ман ҫине йӑвантармалла-и?
— Татах асӑрхаттаратӑп: эсӗ мар, следователь тӗпчет, следователь ыйтать.
— Мана мар, Лидия Гурьевнӑна тӗрӗслӗр. Вӑл патшалӑха ҫаратать, тавар туянакансене куҫкӗрет улталать. Кашни ҫынтанах ик-виҫӗ пус йӑкӑртса юлать. Ахальтен мар вӑл шыҫӑнса-самӑрланса кайрӗ. Кайса пӑхӑр ун патне, сахал тӗл пулакан япаласем купипех тупӑнӗҫ унта. Хаклӑ хакпа ярӑнтарать те кайран «вӑрларӗҫ» тесе сас-хура сарать.
— Апла, Лидия Гурьевна кӗлетӗнче те пулнӑ эс?
— Ахӑ. Икӗ хутчен ун пурлӑхӗпе паллашрӑм. Нӗхрепӗнчен шӑрттан, типӗтнӗ аш илсе тухрӑм, анчах кил хуҫи аш-пӑш хухнине сисмерӗ те. Кулагина та шарламарӗ ун пирки.
— Вӗсем туслине ӑҫтан пӗлетӗн?
— Пӗлетӗп. Юнкунсенче курнӑҫаҫҫӗ вӗсем. Кулагин пырсан, чӗречесене утиялпа хупласа хураҫҫӗ, ҫутӑ хыҫалти пӗлӗмре кӑна ҫунать. Ӗненместӗр-тӗк, тӗрӗслеме пултаратӑр.
— Маруҫ мунчине мӗн шырама кӗтӗн?
— Нимӗнле Маруҫа та пӗлместӗп. Нимӗнле мунчара та пулман — пӗвере ҫӑвӑннӑ.
— Ҫак кепкӑна ӑҫта хӑвартӑн? — Маруҫ аппа панӑ сӑмсасӑр карттуса илсе кӑтартрӑм эпӗ.
— Тӗнчере тӗрлӗрен кӗнчеле, теҫҫӗ. Карттуссем те тем тӗрли пур. Таси те, вараланни те…
— Ҫак ҫӗҫ пӗрчисем камӑн тата? — Маруҫ аппа кӑкласа юлнӑ ҫӗҫ пайӑркине кӑлартӑм. ― Сан пуҫран тӑпӑлтарнӑскер вӑл. Эксперт ҫапла ӗнентерет. Мунчаран тухсан, ҫӗрулми кассисем урлӑ чупнӑ…
— Юрӗ, пытармастӑп: мунчара та пултӑм, нӗхрепре тупӑннӑ шӗвеке ӗҫрӗм те ҫанҫурӑм вӗриленсе кайрӗ. Чун-чӗм хускалчӗ, тӑтӑм та Уйкаса таплаттартӑм…
— Выртса тӑмалли, канмалли вырӑн санӑн — улмури. Ҫапла-и?
— Пӗлӗт айӗнче ҫывӑрас ҫук, паллах.
— Мунчара мӗн пулса иртрӗ? Маруҫ аппана хӑҫантанпа пӗлетӗн?
— Маруҫ-и вӑл е Тарье — татса калаймастӑп. Ҫапах ӑнлантӑм: хӗрарӑмсем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ иккен. Пӗрисем пӗрре курсах йышӑнаҫҫӗ, теприсем — тапса сирпӗнтереҫҫӗ. Ку та хӑвӑрт ирӗлесскер пулмарӗ. Ҫур ҫӗр иртсен, мунчана кӗтӗм. Уйӑх ҫутипе мунчара та тӗттӗм мар. Пӑхатӑп, сак ҫинче хӗрарӑм выртать. Ҫара пӗҫӗллӗ хӗрарӑм. Аялти кӗпепе кӑна хӑй. Аллисене вӗҫекен кайӑк евӗр саркаланӑ… Чӑтаймарӑм, юнашар кӗрсе выртрӑм… Ачашлама пӗлмерӗм-тӗр. Ытамран вӗҫерӗнчӗ те хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑчӗ, алла пуртӑ ярса тытрӗ… Тухса тартӑм вара… Ку вӑл ирсӗр ӗҫ мар. Ку вӑл — хӗрарӑмпа паллашма тӑни.
— Ҫуран утасшӑн мар иккен эс, Хлимун. Ялтан яла велосипедпа ҫӗренӗ.