— Тӗрӗс. Ура тупанӗ ҫӗхелесрен хӑратӑп. Колонирен тарсан, икӗ эрне ытла ҫуран танккарӑм, апат-ҫимӗҫ шырарӑм. Пӗр пахчана хӑяр пуҫтарма кӗрсен… Йӗркеллӗ хуҫа велосипеда сарайне лартать е ҫурт умне тӑратать. Ку, ав, сысна вити умне пӑрахнӑ. Кустӑрмисем те, йӗпписем те — пурте пылчӑклӑ. Кирлӗ япалана хуҫа типтерлӗ тытать, шанчӑклӑ вырӑнта упрать. Апла ку икӗ кустӑрмаллӑ тимӗр татки никама та кирлӗ мар. Эпӗ усӑ курма тытӑнтӑм вара. Самай пулӑшрӗ вӑл мана. Велосипеда Кулагин сӗтӗрсе кайсан вара улмури патне тек таврӑнмарӑм. Йӗр ҫине ӗкнине туйрӑм. Ман пата пирвай Уйкас ҫынни пырса кайрӗ, унтан — Кулагин. Милици лейтенанчӗ пынӑ чух сунартан чылай кая юлса таврӑнтӑм — Чӑрӑшкассинчен пӗр михӗ апат-ҫимӗҫ, тепӗр михӗ кӗпе-тумтир тупса килтӗм. Кустӑрмана улӑмпа витрӗм те, каюра пек шӑтарса, улмури ӑшне кӗрсе выртрӑм. Тӗлӗрсе кайнӑччӗ кӑна — чӑштӑртаттарнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Улӑма хуллен сирсе пӑхрӑм та, ак тамаша! — пӑравус пек хашлатса, улӑма Кулагин унталла та кунталла салатать. Велосипед туртса кӑларчӗ, тӗккелесе-ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Йӗпеннӗ кустӑрмисем те интереслентермерӗҫ ӑна. Ҫавӑнтах утланса ларчӗ те ялалла вӗҫтере пачӗ. Вара эп…
— Вара эс вӑрманта пурӑннӑ, Хурама варӗнче чаваланнӑ. Ҫӗрпӗрт тума тытӑннӑ. Тиркемелли ҫук, хӗхӗм вырӑн тупнӑ. Пырса пӑхсан та, ҫын выртса тӑнине чухлаймӑн. Тарӑн ҫырма. Ҫӗҫелӗх. Ҫырма хӗрринчи лӑстӑр хурама армак-чармак тымарӗсене сапаланӑ. Тымарсем хушшинче — шӑтӑк. Шалалла кӗнӗ майӑн анлӑланса пыраканскер. Тӑпра ан ишӗлтӗр тесе, маччине те, стенисене те ҫӗҫе тураттисемпе тӗкӗленӗ. Ҫыран хӗрри ан такӑрлантӑр, ура йӗрӗ ан палӑртӑр тесе, шӑтӑк умне ҫапӑ сапаланӑ. Пурпӗрех паллӑ пур — ҫапӑ хушшине тӑпра тӑкӑннӑ. Шӑтӑкран кӑларнӑ тӑпра.
— Ай-яй, вӑйлӑ йӗрленӗ, ― пуҫне пӑркаларӗ Хлимун.
— Ҫӗрпӗрте эс миххи-миххипе апат-ҫимӗҫ сӗтӗрнӗ, ӑшӑ тумтир йӑкӑртса пынӑ. Чылайлӑхах чарӑнас тенӗччӗ-и унта?
— Ҫӗрпӗртре ҫулталӑк пурӑнма шутларӑм. Хӗл кунӗсенче, упа пек, ал лаппи ҫулласа выртаймӑн. Хырӑм выҫсан та тухса ҫӗреме юрамасть — йӗр юлать. Паллах, эпӗ тӗрмерен тарни ҫинчен пур ҫӗре те пӗлтернӗ. Анне патне те пырса пӑхнӑ ав. Пӗрер ҫултан тимлӗх чакать, мана та шырама пӑрахчӑр терӗм.
— Вулама та юрататӑн эс, Хлимун. Уйрӑмах ҫак кӗнекене кӑмӑллатӑн, ― сӗтел ҫине «Записки следователя» кӑларса хутӑм. ― Икҫӗр хӗрӗх тӑваттӑмӗш страницӑна ҫитнӗ.
— Ҫынсенчен пытанса пурнасси — тӗрмере ларнинчен те харушӑрах, Вӑхӑт иртмест. Ирӗксӗрех вулӑн. Уйкас библиотекине ҫӗрерӗм. Ҫынсем ыйха путсан, уҫӑ юраттарса кӗреттӗм.
Хлимун тӗнмарӗ: хаҫан тата мен-мӗн вӑрланине йӑлт каласа кӑтартрӗ.
Ҫавӑнтах пукан ҫине витнӗ хаҫата сирсе пӑрахрӑм та Хлимуна «Комета» магнитофонпа ҫӗрле сӑнамалли трубана кӑтартрӑм.
— Ҫак япаласене ма пӗвене пӑрахрӑн?
Хлимун пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайрӗ. Чӗлхи ҫӗтрӗ тейӗн, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ.
— Ҫак пушмак ҫинчен те каласа пар, ― Гальӑран илнӗ мӑшӑр пушмака кӑларса хутӑм эпӗ. ― Вӗсене эс ҫырмана хывса пӑрахнӑ… Аш вакламалли пуртта ҫарӗҫ пӗлӗмне кухньӑран илсе пынӑ, сейф уҫма хӑтланнӑ…
— Пулман шкулта эп, следователь гражданин.
— Пулнӑ. Столовӑйра хӑйма ҫинӗ, чӑкӑт ҫыртса пӑхнӑ… Чӑкӑтри шӑл йӗрӗсем — санӑн. Эксперт ҫапла ҫирӗплетет. Ҫапла, йӗрсем ҫухалмаҫҫӗ.
Хлимун янахӗ чӗтренсе илчӗ. Енчен енне пӑркаланчӗ. Ал лаппине пукан хысакӗ ҫумне сӑтӑрчӗ.
— Шкулта мӗн хӑтлантӑн? Ма хӗрачана пӑшалпа петӗн? Паллах, чи хӑрушши ҫакӑ. Чи йывӑрри. Апла пулин те, каласа памах тивет. Айӑпа йышӑннине, ирсӗр ӗҫ тунӑшӑн ӗкӗннине суд шута илет.
— Ну, юрӗ, калатӑп. Ӗҫ ак епле пулчӗ…
Кунӗпе Хлимун сурчӑк ҫӑтса выртрӗ. Кӗленчери шӗвеке лӑнкӑртаттарса ӗҫрӗ, ҫапах ӑш выртмарӗ унӑн. Пур-пӗрех ҫиес килет…
Таврана ӗнтрӗк хупларӗ. Хлимун улмуринчен йӑшаланса тухрӗ те, ун-кун пӑхкаласа, Уйкасалла лӗпӗстетрӗ.
Ҫырмаран тилӗ пек йӑпшӑнса-асӑрханса хӑпарчӗ, карта кӗтессине кукленсе ларчӗ. Ҫук, кунта чылай чарӑнса тӑма юрамасть — иртен-ҫӗренсем асӑрхама пултараҫҫӗ. Куракансем тӗрех кирлӗ ҫӗре евитлӗҫ. Шанчӑксӑр ҫын вӑл, иккӗлентерекен ҫын. Шӑртланса кайнӑ хӑй. Ҫипуҫӗ йӑлт лӗчӗркеннӗ, вараланнӑ. Ҫитменнине, вӑл та тӗрме тумӗ. Лере, ав, улмуҫҫисем патӗнче, мунча пур. Алӑкӗ те уҫӑ. Унта кӗрсе лармалла та ӑҫта мӗн пуррине сӑнамалла.
Карта урлӑ сиксе каҫрӗ Хлимун, мунча патне персе ҫитрӗ. Ак телей! Мунча умӗнче мӑшӑр пушмак ларать. Унпа юнашар — сӑран хутаҫ, сумка евӗрлӗскер. Пушӑ мар тата, хутаҫҫа патронсем чикнӗ. Пӗчӗк калибрлӑ винтовка та пур. Кӗтесе тӑратнӑскер. Мунчара урай хӑми ҫӑтӑртатрӗ, чӗриклетрӗ, такам ӗсӗрсе илчӗ. Хлимун тек тытӑнса тӑмарӗ — сумкӑпа винтовкӑна, пушмака ҫавӑрса илчӗ те тулалла вирхӗнчӗ. Анкартин тепӗр вӗҫӗнче хӗрарӑм утать. Вӑл Хлимуна асӑрхарӗ, анчах хыҫҫӑн пӗр утӑм та тумарӗ.
Вар хӗррине ҫитсен, Хлимун чупма чарӑнчӗ, вӑрланӑ пушмака тӑхӑнчӗ. Виҫеллӗскер пулчӗ тата, урана хӗсмест. Тек хӑрамалли ҫук ӗнтӗ. Хлимун уринче те ял ҫыннисем тӑхӑнса ҫӗрекен пушмаках. Хӗтӗленмелли хатӗр те пур. Чӑрмантаракан тупӑнсан, кам та пулин хирӗҫ тӑрсан, Хлимун хӗрхенсе тӑмӗ.